Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акцие хутшăнчĕç

Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулта вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» акцие хутшăнчĕç

     Акан 23-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» вӗренÿ акцийӗ иртрĕ. Диктанта Чӑваш чӗлхи кунне, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланӑ. 

   Акцин тĕп тĕллевĕ - халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.  Кăçалхи «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2026» сăн-сăпачĕ –  Наци телекуравӗн аслӑ редакторӗ Ирина Лампасова. 

    Пирӗн  шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем кăçал та çак акцие хастар хутшăнчĕç, хăйсен пултаруллăхне тĕрĕслерĕҫ.. Вӗсем диктанта иккӗмӗш мелпе (учитель вуланине итлесе) çырчĕç.


Источник: Алексеева Л.Д., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ