Пирӗн
шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрни малалла пырать.
Паян пуҫламӑш класра вӗренекен ачасем юмах
тӗнчинче пулса курчӗҫ. Чӑваш халӑхӗ:"Юмах- чӑнлӑх мар, анчах унта-шӑп
Чӑнлӑх," - тенӗ. Юмахсем урлӑ ачасем ырӑпа усала, юлхавпа ӗҫченлӗхе,
тӗрӗслӗхпе ултава уйӑрма вӗренеҫҫӗ.
Вӗренекенсем чи малтан И. Я. Яковлев
пурнӑҫӗпе кӗскен паллашрӗҫ, унтан унӑн хайлавӗсене тӑрӑшса вуларӗҫ. Калавӗсем
кӗске, анчах та вӗсем пурте ӑса вӗрентеҫҫӗ. Ачасене ытларах "Сармантей",
"Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури", "Лаша шырани" юмахсем килӗшрӗҫ.
Вуланӑ кашни юмаха вӗсем тишкерчӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.И. Я. Яковлев
калавӗсемпе паллашнӑ хыҫҫӑн ачасем ырӑ та ӗҫчен пулас тесе шантарчӗҫ.
Ҫакӑн пек мероприятисем ирттерни ачасене тӑван халӑх культурине юратма пулӑшать.
