Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе - чăваш  чĕлхи. Эпир чăваш енре чăвашла калаçатпăр. Чăваш чĕлхипе 2 миллион çын калаçать. Тăван çĕр-шыв анне пекех  пĕрре. Ăна суйлама та, сутса илме те çук. Кашнин çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă. Шăпах çакăн çинчен çырса кăтартрĕç те ĕнтĕ Советски вăтам шкулĕнче вĕренекен тăххăрмĕшсем «Тăван-чĕлхе – чăваш чĕлхи» сочиненинче.

     Кĕçĕн класра вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхне каласа хăварнă халалсемпе паллашрĕç тата унăн калавĕсене аса илчĕç «Кулачă», « Лаша шырани», «Кахалпа юлхав», «Эпĕ сехет çĕмĕрни»). Иван Яковлевич Яковлев хăйĕн калавĕсенче ачасен пурнăçне, вĕсемпе пулса иртнĕ ĕçсене çырса кăтартнă. Чылайăшне вăл вĕрентсе каланипе е ваттисен сăмахĕсемпе вĕçленĕ. Хăйĕн халалĕнче вăл ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме, пĕр – пĕрне пулăшма калать. Паян вĕренекенсем Иван Яковлевич Яковлев çинчен тата нумайрах пĕлчĕç, вăл вĕрентсе каланă сăмахсене яланах асра тытма пулчĕç.

    Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 5-7 классенче вĕренекенсем Виктор Чугаровăн «Чăваш чĕлхи» документаллă фильмне пăхрĕç. Ҫак ӗҫе Виктор Александрович хамӑр патра ҫеҫ мар, ют ҫӗр-шывсене те ҫитсе ӳкернӗ. Чăваш  çыннисем тĕнчипех саланнă. Апла пулин те хăйсен тăван чĕлхине манса кайман, ачисене те чăвашла калаçма вĕрентеççĕ. Вĕсем тăван ене асра тытса чăваш кĕнекисене вулаççĕ, юррисене юрлаҫҫӗ. Фильм вĕрентекенсемпе вĕренекенсен кăмăлне кайрĕ. Кашниех тăван чăваш чĕлхине упраса хăварасси çамрăк ăруран килнине ăша хыврĕ.

     Тӑван чӗлхе кашни çын пурнӑçĕнче питĕ пысӑк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасӑрах паллӑ. Вӑл пулӑшнипе эпир пурнӑçа ӑнланатпӑр, çут çанталӑк илемне курма хӑнӑхатпӑр, шухӑшлама вĕренсе пыратпӑр. Чӑваш çынни ӑçта пулсан та хӑй ятне яман. Апла пулсан ку чĕлхепе калаçнинчен вӑтанма кирлӗ мар.

   


Источник: Алексеева Л.Д., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ