Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акцие хутшăнчĕç

Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулта вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акцие хутшăнчĕç

    Акан 26-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрĕ.  Диктанта Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ - халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.  Кăçалхи диктант тексчӗн авторӗ -  чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургӗ Юхма Мишши.

    Советски  шкулĕнчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем диктанта иккӗмӗш мелпе (учитель вуланине итлесе) çырчĕç.


Источник: Алексеева Л.Д., зам.директора по УВР