Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, 6-мĕш класра ачасене çăкăра хаклама,
ăна типтерлĕ тытма, унăн хакне ăнланма вĕрентес тĕллевпе «Çăкăр—халăх пуянлăхĕ»
темăпа урок-калаçу иртрĕ.
Çăкăр авалтан халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан
татăлтăр»,--тенĕ çынсем пĕр-пĕрне ыр сунса.Паян кун та эпир пысăк хăнасене
çăкăр-тăварпа кĕтсе илетпĕр.
Урок вăхăтĕнче ачасем çăкăр пĕлтерĕшĕ, вăл сĕтел çине
лекиччен мĕнле профессиллĕ çынсем патĕнче пулни пирки калаçрĕç. Çăкăр çинчен
çырнă чăваш çыравçисен хайлавĕсене вуларĕç: Ева Лисина «Çăкăр чĕлли»,Алексей
Воробьев «Çăкăр», «Çурхи хирте» тата çăкăр çинчен калакан ваттисен сăмахĕсен
иккĕмĕш пайĕсене тупса çырса хучĕç.
Урока çакăн пек пĕтĕмлетрĕç: «Çăмăл мар иккен çăкăра сĕтел çине
çитерме. Çăкăра ялан тирпейлĕ тытăр, вăл- пирĕн пуянлăх, пирĕн пурнăç, пирĕн
сывлăх. Çăкăр—пирĕн вăй».