«Эпир маттур ачасем!» выляв иртрĕ

«Эпир маттур ачасем!» выляв иртрĕ

   Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан  вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература  эрни малалла пырать. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче чăваш чĕлхи урокĕнче 8-мĕш класс ачисем хушшинче «Эпир маттур ачасем!» выляв иртрĕ. Саккăрмĕшсем темăна  тата балсен  хисепне хăйсем суйласа илсе ыйтусем çине хуравларĕç. Вăйăра çакăн пек темăсем пулчĕç: «Тупмалли юмах», «Шÿтлĕ ыйту», «Чăваш чĕлхи», «Литература», «Кулăш,ĕçре пулăш». Лебедева А. чи нумай балл пуçтарса мала тухрĕ.  Ачасем çĕнтерÿ патне çитме пĕлÿ анчах мар, ăнăçу та кирлĕ пулнине ăнланчĕç.



Источник: Алексеева Л.Д.,чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ