Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл - пирĕн тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи. Иван Яковлевич Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чĕлхи ыттисенчен кая пулмĕ тенĕ вăл. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет»,- ак мĕнле пархатарлă шухăшĕ вĕрентекенĕмĕрĕн.
Чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. 1993-мĕш çултан пуçласа кашни çул çак кун Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать.
Советски вăтам шкулĕнче ака уйăхĕн 19-25-мĕшĕсенче чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Пуçламăш класссенче вĕренекенсем çак эрнене активлă хутшăнчĕç.Сăвăсене илемлĕ вулассипе конкурс пулса иртрĕ. И.Я.Яковлев çырнă юмахсене вуласа ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕç, презентацисем пăхса историпе паллашрĕç, «Пĕлетĕн-и эс Чăваш енне?» ăс-хакăл вăййи ирттерчĕç, чăваш юррисем те эрнипех янăрарĕç
4-мĕш класра вĕренекенсем В.Минеева çырнă «Чăваш эрешлĕ пир-авăрсем», З.Антипован «Чăваш апат-çимĕçĕ», П.Мазуркинăн «Чăвашсен йывăç эрешĕсем» альбомĕсемпе паллашрĕç те, хăйсем те тĕрлĕ эрешсене илемлетме тăрăшрĕç.
Ака уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕ чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăрантпа 150 çул çитнине халалласа ирттерекен «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç . 4-мĕш тата 6-мĕш класра вĕренекенсем юрă юрласа видео çине ÿкерсе илчĕç те хештегпа Контактри хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи» ушкăна ярса пачĕç.
Тăван сăмах, тăван чĕлхе - халăх чунĕ. Унăн паянхи кунĕ, малашлăхĕ. Унсăрăн халăх çук. Шкулта ирттернĕ вӑйӑсемпе сӑвӑ-юрӑ урлӑ ачасем чăваш чӗлхине юратма вӗренĕç. Пурин те чĕлхемĕре ĕмĕрлĕхе упрама тăрăшмалла.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн,
Тăпăл-тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,
Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,
Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн.
Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн.
Вырăсла пĕлнишĕн вĕçсĕр савăнатăп,
Ик чĕлхе пĕлнишĕн питĕ мухтанатăп.
Вырăспа калаçăп эпĕ вырăслах,
Чăвашпа пуплесчĕ манăн чăвашлах. (А.Николаева).