Эпир чăваш йăхĕнчен

  Чăваш чĕлхипе литература эрнинче 7-мĕш класра «Эпир чăваш йăхĕнчен» темăпа калаçу урокĕ иртрĕ. Унта сăмах пирĕншĕн чи çывăх чĕлхе-чăваш чĕлхи çинчен сăмах пычĕ. Унсăр пуçне Иван Яковлевич пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тухса калаçрĕç. Юлашкинчен «Чăваш халăхне» халала итлерĕç. Ертсе пыраканĕсем Александрова В., Лебедева А., Архипова К., Федоров С. пулчĕç.