Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта И.Я.Яковлев çуралнăранпа 173 çул çитнине халалласа чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Ака уйăхĕн 20- мĕшĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсем район шайĕнче иртекен «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» интернет – викторинăна хутшăнчĕç. Ыйтǎвĕсем Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн пурнăçĕ, унăн паллă ĕçĕсем çинчен пулчĕç. Викторинăна хутшăнакансем хăйсен тавракурăмне татах та пуянлатрĕç.