Чăваш чĕлхипе литература эрни малалла пырать

   Чăваш чĕлхипе литература эрнинче 5-мĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев çырнă юмахсене, калавсене каласа пачĕç, пăхмасăр сăвăсем вуларĕç. Унсăр пуçне Чăваш Республики символĕсемпе паллашрĕç, гимне пăхмасăр каларĕç, гербне, ялавне хăйсем пултарнă таран майлаштарса ÿкерессипе конкурса хутшăнчĕç. Капустина А., Васильев М., Димитриева М. пуринчен те пултаруллăрах пулчĕç.

   11-мĕш класра вĕренекенсем «Кам тавçăруллăрах?» викторинăна хутшăнчĕç. Викторина ыйтăвĕсем чăваш чĕлхи тата И. Я. Яковлев пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пулчĕç. Кунта Кириллова Татьяна, Краснова Валентина, Григорьева Любовь, Трофимов Геннадий пуринчен те маттуртарах пулчĕç.