Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ

   Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ.  Çак куна халалласа Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти улттăмĕш класра вĕренекенсем чăвашсен ĕлĕкхи вăййисене   «Ят пĕлмелле»,   «Çерем çĕтсе вир акрăм»,  «Çĕрĕ памалла»    вылярĕç.  Вĕсенче чăваш халăхĕн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, йăли-йĕрки ÿкерĕннĕ. Уйрăмах ачасене икĕ ушкăна уйрăлса юрламалли вăйăсем  питĕ  килĕшрĕç.

   5-мĕш класра вĕренекенсем  «Çăлтăр сехечĕ» вăййа хутшăнчĕç. Вĕсем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç, тупмалли юмах тупсăмĕсене тупрĕç, панă саспаллисемпе усă курса чи вăрăм сăмах йĕркелерĕç. Кашни тĕрĕс хуравшăн учитель вылякансене çăлтăр парса пычĕ. Кашни тур хыççăн чи сахал çăлтă рпуçтарнă ача тухса ÿкрĕ. Финала виççĕн хутшăнчĕç. Чи нумай çăлтăр пухса Арсентьев Алексей çĕнтерчĕ.

    7-мĕш класс ачисем хушшинче «Эпир маттур ачасем!» выляв иртрĕ. Çиччĕмĕшсем темăна  тата балсен хисепне хăйсем суйласа илсе ыйтусем çине хуравларĕç. Вăйăра çакăн пек темăсем пулчĕç: «Тупмалли юмах», «Шÿтлĕ ыйту», «Чăваш чĕлхи», «Литература», «Кулăш, ĕçре пулăш». Афаринов Кирилл чи нумай балл пуçтарса мала тухрĕ.  Ачасем çĕнтерÿ патне çитме пĕлÿ анчах мар, ăнăçу та кирлĕ пулнине ăнланчĕç

Тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Вăл пулăшнипе эпир пурнăçа ăнланатпăр, çутçанталăк илемне курма хăнăхатпăр, шухăшлама вĕренсе пыратпăр. Чăваш çынни  ăçта пулсан та хăй ятне яман. Апла пулсан ку чĕлхепе калаçнинчен вăтанма кирлĕ мар.