Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акцие хутшăнчĕç

   Акан 24-мĕшĕнче 13 сехетре  Пĕтĕм   чăваш диктанчĕ  иртрĕ.  Кăçалхипе ăна 5  хут йĕркелерĕç. Диктанта Чăваш Енри Чăваш чĕлхи  кунне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, хисепне ӱстересси. Кăçал текста Г.Волковăн «Ăслă ача» калавĕ тăрăх хатĕрленĕ.
   Советски  шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем диктанта Чăваш наци радиовĕпе итлесе çырчĕç.