«Çăлтăрлă самант» вăйă

   Советскинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература  эрнинче тĕрлĕ мероприяти иртет. Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 5-мĕш класра вĕренекенсем  «Çăлтăрлă  самант» вăййа хутшăнчĕç. Вĕсем  И.Я.Яковлев пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравларĕç, тупмалли юмах тупсăмĕсене тупрĕç, панă сас паллисемпе усă курса чи вăрăм сăмах йĕркелерĕç.  Кашни тĕрĕс хуравшăн учитель вылякансене çăлтăр парса пычĕ. Кашни тур хыççăн чи сахал çăлтăр пуçтарнă ача тухса ÿкрĕ. Финала виççĕн хутшăнчĕç. Чи  нумай çăлтăр пухса Арсентьев Алексей çĕнтерчĕ. Саламлатпăр!