Пирĕншĕн чи хакли, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе - чăваш чĕлхи. Эпир чăваш енре чăвашла калаçатпăр. Чăваш чĕлхипе 2 миллион çын калаçать. Тăван çĕр-шыв анне пекех пĕрре. Ăна суйлама та, сутса илме те çук. Кашнин çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри-ташши, юмах-халапĕ хаклă. Шăпах çакăн çинчен çырса кăтартрĕç те ĕнтĕ вуннăмĕшсем «Тăван-чĕлхе – чăваш чĕлхи» сочиненинче. Пултаруллисем: Уткина Еленăпа Петров Максим.