Ака уйăхĕн çирĕммĕшĕнче пиллĕкмĕш класра «Юмах каçĕ» иртрĕ. Малтанах ачасем чăваш çыравçисем çырнă юмахсене вуларĕç, каласа кăтартрĕç. Вĕренекенсене чĕрчунсем, çутçанталăк çинчен асамлă юмахсем ытларах килĕшрĕç. Кайран Александр Арсентьев, Алиса Васильева хăйсем ăсталанă юмахсемпе паллаштарчĕç. Ачасене юмах каçĕ питĕ килĕшрĕ.