Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 5-мĕш класра И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитнине халалласа «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» темăпа калаçу иртрĕ. Вĕренекенсем Яковлевăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе кĕскен паллашрĕç. Ачасене уйрăмах Иван Яковлевичăн йывăр ачалăхĕ, вăл яланах тăрăшса вĕренни, чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшса тунă тĕрлĕ ĕçĕсем интереслентерчĕç. Юлашкинчен пиллĕкмĕшсем Яковлевăн хăш-пĕр калавĕсемпе паллашрĕç.