Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн патра хăнара шкул çулне çитмен ачасем пулса курчĕç. Вĕсене курнă-курманах çепĕç туйăмсем çуралаççĕ, мĕншĕн тесен пĕчĕк пепкесем илемлĕ чăваш тумне тăхăннă.
Пĕчĕк ачасем чи малтанах шкул музейĕнче авалхи чăваш халăхĕн çипуçĕсемпе, ĕç хатĕрĕсемпе паллашрĕç. Музей ертÿçи, истори учителĕ Офаринова К.М. каласа кăтартнине питĕ тимлĕн итлерĕç. Ун хыççăн пуçламĕш классенче пулса курчĕç. Вĕсене ачасем шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Пĕрремĕш класри çĕнĕ йышши компьютер (моноблок) ачасене тыткăна илчĕ.
Çакăн пек экскурси ачасен тавракурăмне аталанма пулăшать.