«Чăваш чĕлхи – эс ман тăван чĕлхем» литература каçĕ

Эп – чăваш ачи, саватăп

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.

Юратап юрра-сăвва та,

Купăса та кĕслене.

Юрататăп вуламашкăн

Чăвашла та вырăсла.

Ик чĕлхе вăл – ик ăс маншăн,

Эп пуласшăн чи ăслах.

    Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхи – эс ман тăван чĕлхем» литература каçĕ иртрĕ. Ку мероприятие 2-9-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Малтанах ачасем И.Я.Яковлевăн чыслă та мухтавлă ĕçĕсем пирки итлерĕç.

     - Унăн чапĕ халăх хушшинче паянхи кун та иксĕлмест. Чăвашсен çĕнĕ çырулăхне йĕркелени, кĕнекесем пичетлеме пуçлани, чăваш ачисем валли шкулсем  уçни халăх кун-çулĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халĕ вăл çырса хăварнă халала тимлĕ итлер, ĕмĕрлĕх ăса хывма тăрăшар, - терĕ чăваш чĕлхи учителĕ Андреева Н.А.

      2-4 мĕш класри ачасем çĕршыв çинчен, тăван чĕлхе çинчен юрăсем юрларĕç, 6-мĕш класра вĕренекенсем И. Яковлевăн калавĕсене вуларĕç, 7- мĕшсем литература композицийĕ лартса пачĕç. Чăваш тумне тăхăннă 5-мĕшсем К.Ивановăн «Нарспи» поэмăри сыпăксене вуларĕç, илемлĕ чăваш юррисене шăрантарчĕç.

      Уяв каçĕ чăваш гимне юрланипе вĕçленчĕ.