5-мĕш класра вĕренекенсем ĕлĕкхи чăваш çыннин тумĕпе, йăли-йĕркипе, ĕç хатĕрĕсемпе лайăхрах паллашса, пĕлес шутпа шкулти музейра пулчĕç. Вĕсемшĕн кунта кăсăкки, интересли питĕ нумай пулчĕ. Кунта пулса асатте-асаннесен ĕçри, уяври, çипуçĕсемпе, кил-тĕрĕшре усă куракан ĕç хатĕрĕсемпе паллашрĕç, вăрçăри паттăрсем çинчен пĕлме те интереслĕ пулчĕ.