Ака уйăхĕн 18- мĕшĕнче 6-мĕш класра «Чăваш çĕршывĕн символики» темăпа урок иртрĕ. Çак урокра ачасем гербпа, ялавпа тата гимнпа тĕплĕнрех паллашрĕç. Гимн сăмахĕсене аса илчĕç, юрласа та пăхрĕç. Гербпа ялав мĕнле пайсенчен тăнипе, вĕсем мĕне пĕлтернипе интересленчĕç. Пултарнă таран ÿкерме тăрăшрĕç. Урок ачасене питĕ килĕшрĕ.